Тури Тӑмлай — Муркаш районӗнчи ял, Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 40 ҫухрӑмра, Муркашран 25 ҫухрӑмра ларать.
Ял урамӗсем: Бычков, Симӗс, Кӑнтӑр тата Колхоз урамӗ.
Ял ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта ларать.
1920 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗччен Чикме уесне, каярах Шупашкар уесне кӗнӗ. Ку пӗтӗм тапхӑрта ял Сӗнтӗр вулӑсӗнче шутланнӑ.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Тутаркас районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Ишлей районне, 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗр районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкар районне кӗнӗ. 1964 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Муркаш районне кӗрет.
Малтан Сапай ял советне пӑхӑннӑ, 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Ҫӳлтикасси ял советне кӗме пуҫланӑ. 1960 ҫулхи ҫертмен 6-мӗшӗнче Шурча ял советне пӑхӑнма тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрет.
1859 ҫулхи хут ялта 21 кил пулнине кӑтартать.
1924 ҫулта 33 кил пулнӑ, пурӗ 140 ҫын пурӑннӑ.
2002 ҫулхи ҫыравра 37 кил шутланӑ, 70 ҫын пурӑннине палӑртнӑ.
Яла газ тата шыв кӗртнӗ.